Ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумне Николай Жукова ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Николай Жукова ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине документра ӑнлантарса тӑман.
Паянхи ир тӗлне илсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн Алла Салаевӑн икӗ заместитель тӑрса юлнӑ. Вӗсем: Алексей Лукшин тата Наталия Скворцова. Министрӑн ҫавӑн пекех пулӑшуҫӑ пур. Вӑл — Влада Бадина.
Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра суйлав пулассине эпир пурте пӗлетпӗр-ха. Кӑшӑлвирус саманинче пурӑнатпӑр та, суйлава виҫӗ кун хушши ирттерме палӑртнӑ. Ҫапла вара авӑн уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗсенчех сасӑлама май килӗ. Суйлав участокӗсем вӗренӳ заведенийӗсенче те вырнаҫнӑ. Ҫавӑнпа та ачасене вӗрентессипе ҫыхӑннӑ ыйту сиксе тухать.
Ӗнер ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче лару иртнӗ. Унта Алексей Лукшин министр ҫапла каланӑ: «Пилӗк кунлӑ ӗҫ эрниллӗ шкулсем валли икӗ мел пур. Пӗрремӗшӗ: ҫак эрнери шӑматкун вӗренмелле туса ҫитес эрнери эрнекун канма май пур. Иккӗмӗшӗ: ҫитес эрнекун сывлӑх кунӗ ирттерме пулать. Ултӑ кунлӑ ӗҫ эрниллӗ шкулсен те ачасем валли мероприятисем ирттерме шухӑшласа кӑлармалла».
Сывлӑх енчен хавшак ачасем асӑннӑ кунсемшӗн апатшӑн компенсаци илейӗҫ, авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӗсене типӗ паек парӗҫ.
Суйлав валли оборудование авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вырнаҫтарӗҫ. Ҫавна май ун чухне кружксемпе спорт секцийӗсем пулмӗҫ.
Суйлав хыҫҫӑн пӳлӗмсене дезинфекцилемелле. Ҫак ӗҫе е вырсарникун каҫах пурнӑҫламалла, е тунтикун ирпе ирех.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче педагогсен професси ӑсталӑхне татти-сыпписӗр ӳстермелли «Ашмарин-центр» центр уҫӑлнӑ.
Ӑна «Хальхи вӑхӑтри шкул» федераци проктне пурнӑҫа кӗртнӗ май йӗркеленӗ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче «Ашмарин-центрта» педагогсене кирлӗ ҫӗнӗ пӗлӗве илме мӗнпур услови туса панине ӗнентереҫҫӗ. Унта хальхи вӑхӑтри ҫӗнӗ йышши технологисемпе усӑ курса тӳлевсӗр вӗрентӗҫ.
Центрта — 10 пӳлӗм. Вӗсенче хальхи йышши оборудовани вырнаҫтарнӑ.
Муркаш районӗнчи Кашмашри шкула ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ вӑхӑта туса пӗтермелле. Кун пирки район администрацийӗнче пӗлтернӗ.
Кашмашри шкулта 108 ача вӗренмелӗх вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Строительство ӗҫӗн пӗтӗмӗшле хакӗ – 147 миллион тенкӗ ытла.
Строительство епле шайра пынине нумаях пулмасть ЧР Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин тата район администрацийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ. Пулас вӗренӳ учрежденийӗнче халӗ ҫивиттие витеҫҫӗ, ҫутӑ кӗртеҫҫӗ, шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, алӑксем лартаҫҫӗ, нӳхрепе йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Шкул патне Яриков урамӗпе ҫитме ҫул сарма палӑртнӑ. Шкул умӗнче стоянка пулӗ, урама ҫутатмалла тӑвӗҫ. Ку ӗҫ валли 11,8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Чӑваш Енри виҫӗ шкулта ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ. Асӑннӑ чирпе аптӑракансене Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенче шута илнӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн оперштабӑн ларӑвӗнче Роспотребнадзор управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Вера Головач пӗлтернӗ.
Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Лукшин каланӑ тӑрӑх, COVID-19 тупӑннӑ ачасенчен пысӑк пайӗ карантин вӑхӑтӗнче каникулта пулнӑ. «Вӗсен карантин вӑхӑчӗ паян-ыран вӗҫленӗ», – тенӗ эрнекун министр ҫумӗ. Апла пулсан ачасем тунтикун шкула кайма пултарӗҫ.
Ачасем кӑшӑлвируспа чирлине тупса палӑртнӑ шкулсенче дезинфекци ирттернӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи икӗ шкулта ачасене тӑпӑрчӑ ҫитерес вырӑнне тӑпӑрчӑ хутӑшӗ парас тенӗ. Ҫакна республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви нарӑс уйӑхӗнчи тӗрӗслев вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ.
Хут ҫинче тӑпӑрчӑ тесе кӑтартнӑ, ӑна сутаканӗ вара тӑпӑрчӑ хутӑшӗ сутнӑ. Ҫавна асӑрхасан продукцие каялла тавӑрса панӑ, ачасене унпа апатлантарман.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пӗр шкул столовӑйӗнче ывӑс япӑххине палӑртнӑ. Ун хыҫҫӑн ҫӗннисене туяннӑ. Тепӗр шкулта савӑт-сапана ылмаштарнӑ.
«Кӑлтӑк тупса палӑртнӑ шкулсене эпӗ хам ҫитсе килтӗм, – ӗнентернӗ вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Наталия Скворцова. – Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗпе тата шкул директорӗсемпе эпир пысӑк ӗҫ туса ирттертӗмӗр, шкул валли апат-ҫимӗҫ туянас ыйтӑва йӗркене кӗртмеллеине сӳтсе яврӑмӑр. Малашне те тӗрӗслесех тӑрӑпӑр. Ҫак ӗҫе хамӑр специалистсене ҫеҫ мар, Роспотребнадзорпа прокуратура ӗҫченӗсене те явӑҫтарӑпӑр».
Чӑваш Енре ачасен ҫуллахи канӑвӗпе тата ҫав тапхӑрта вӗсен сывлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «хӗрӳ лини» номерӗпе уҫӑмлатма май пур. Ыйтӑва республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин специалисчӗсем хуравлӗҫ. Телефон номерӗ ҫапларах: 8 (8352) 64-21-82. Шӑнкӑрава ӗҫ кунӗсенче 8 сехет те 30 минутран пуҫласа 16 сехет те 30 минутчен йышӑнӗҫ. Апат вӑхӑчӗ — 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен.
Путевкӑсем илме заявкӑсене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен йышӑнма тытӑнӗҫ. Заявка кампанийӗ тӑватӑ тапхӑрпа иртӗ:
— пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен социаллӑ центрсенче йышӑнӗҫ (унта йывӑр лару-тӑрура пурӑнакан ҫемьесене кӗтеҫҫӗ);
— ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен — Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри тата Канаш районӗсенчи шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен — Шупашкарти шкулсенче;
— ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен — ытти районпа хулари шкулсенче.
Чӑваш Енӗн Общество палатин членӗсем республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан Ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитетне йӗркелес ыйтӑва хускатнӑ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе пӗрмаях тӗллевлӗн ӗҫлемелле. Ун валли уйрӑм ведомство йӗркелемесен те.
Республика ертӗӳҫи пирӗн регионта хӑй вӑхӑтӗнче ун пек комитет пулнине аса илтернӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе республикӑн Вӗренӳ тата ҫамӑксен политикин министерстви ӗҫлет. Ҫавна май йӗркене кӗрсе кайнӑ ӗҫе ылмаштармасан та. Ведомство ку енӗпе тимлесе ҫитереймесен е ӗҫе урӑхла йӗркелемелли сисӗнсен шухӑшласа пӑхма пулать.
Ҫанталӑк сивӗтсе янине пула Шупашкарти шкулсенче паян занятисем инҫет ҫыхӑну мелӗпе иртессине Чӑваш халӑх сайтӗнче Софья Савнеш пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ хыпара вӑл хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫырнине кура хатӗрленӗ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та пӗлтермелле: паян, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑри ытти шкулта та занятисене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерме сӗннӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Инстаграмра ӗнерех асӑрхаттарнӑ. Ведомство тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ постра шкула 1-11-мӗш классене кайма сӗнмен.
Юлашки темиҫе эрнере пирӗн республикӑра аслӑ шкулсенче тата ятарлӑ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсем килте вӗреннӗччӗ.
Халӗ техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсен хушшинче чирлекенсем палӑрмаллах сахалланнине палӑртаҫҫӗ.
Республикӑн вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Алексей Лукшин кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекеноперштабӑн черетлӗ ларӑвӗнче сӑмах илнӗ. Вӑл виҫӗ студентпа икӗ преподаватель ҫеҫ чирленине пӗлтернӗ. Вӗсем хутшӑннӑ ҫынсен йышӗ — 50-ран ытла мар.
Ятарлӑ вӑтам пӗлӳ паракан заведенисенче ҫамрӑксене куҫӑн мар вӗрентме тытӑнасшӑн. Анчах маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Студентсен те, педагогсен те.
Аслӑ шкулсенчи студентсен хальлӗхе дистанци мелӗпех вӗренме тивӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |